Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Выльӑх-чӗрлӗх алла пӑхать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Чӑваш Майни

Кӳршӗре

Тутарстан Республикинчи районсемпе хуласенчи чӑвашсем хӑйсен хушшинче тачӑ ҫыхӑну тытаҫҫӗ тесе пӗлтерет РФ тата ТР Журналистсен союзӗн пайташӗ Валентин Бурайкин «Сувар» хаҫатра.

«Алексеевски районӗнчи чӑваш наципе культура центрӗн председателӗ Н.Н. Сторожев чӗннипе пирӗн районти чӑвашсен делегацийӗ Галина Терентьева ертӳҫӗпе пӗрле кӳршӗсем патӗнче пулса курчӗ», — тесе хыпарланӑ вӑл.

Чӑн малтан Чӑваш Майни ялӗнче пулнӑ. Ҫак ялта чӑваш наци шкулӗ ӗҫлет иккен. Ушкӑнра вӗрентекенсем те пулнине шута илсе Г.З. Федоров директор шкул ӗҫне мӗнле йӗркелесе пыни ҫинчен тӗплӗн каласа панӑ. Вӗрентекенсем тӑван чӗлхене, халӑхӑн йӑли-йӗркине лайӑх пӗлеҫҫӗ иккен. Вӗсем шкул предмечӗсен эрнисене, уйрӑм темӑсемпе калаҫусем, конкурссем, викторинӑсем ирттереҫҫӗ. Вӗрентекенсем, вӗсем ертсе пынипе вӗренекенсем те ял ҫыннисен культура пурнӑҫне кӑмӑлпах хутшӑнаҫҫӗ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 70 ҫул ҫитнӗ ятпа ку хушӑра ачасенче патриотизм туйӑмне ҫӗклес ӗҫе самаях вӑйлӑлатнӑ. Ҫав кун та акӑ шкула вӑрҫӑпа ӗҫ ветеранӗсем, Чӑваш Писательсен союзӗнче тӑракан М.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://suvar.su/5954.html
 

Кӳршӗре

Тутарстан Республикинчи Алексеевски районӗнчи Чӑваш Майни ялӗн ҫыннисем халӑх вӑйӗпе чиркӳ ҫӗклеҫҫӗ. Юлашки сакӑр уйӑхра вӗсем пура тунӑ.

Иртнӗ ҫул вӗҫӗнче чӑваш майнисем уяв евӗр мероприяти йӗркелесе купол хӑпартнӑ. Ку ял ҫыннисемшӗн питӗ пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулӑм. Ҫав кун унта ваттисенчен пуҫласа вӗтти таранах пухӑннӑ.

Тӗрӗссипе, чиркӗве малтанах тума шухӑшланӑ. Анчах укҫа-тенкӗ ҫитсе пыманни ура хурать-ҫке-ха. Кӑштахран ял халӑхӗ укҫа пухма тытӑннӑ. Кун пирки хаҫатра та пӗлтерӳ панӑ.

Ырӑ ҫак ӗҫрен район администрацийӗ те айккинче юлман. Ялта та укҫа ытларах паракансем тупӑннӑ. Алексеевскинче пурӑнакан Геннадий Иванович Чехонин ӗҫе йӗркелесе пынӑ, пысӑк купол тутармашкӑн кӗсйинчен 200 пин тенкӗ кӑларса хунӑ. Мускав ҫумӗнче пурӑнакан Николай Иванович Чехонин та пулӑшнӑ. Василий Тимофеевич Бикулов ачисемпе пӗрле пӗчӗк купол туяннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://suvar.su/5875.html
 

Утӑ уйӑхӗн 5-11-мӗшӗсенче «Сувар» ятлӑ ҫамрӑксен пӗрлешӗвӗ ҫулҫӳреве тухрӗ. Чунҫӳреве (поломничествӑна) пурӗ 33 ҫын тухрӗ — вӗсен шутӗнче О. Цыпленков (чунҫӳрев ертӳҫи), «Шуҫӑм» ансамбль, ҫыравҫӑсем (С. Асамат, Лидия Сарине), Вера Никонорова эстрада ҫӑлтӑрӗ, чӑваш чӗлхи вӗрентӳҫисем, ҫамрӑксем пулчӗҫ. Chuvash.Org сайтӑн тӗп администраторӗ те вӗсемпе пӗрле кайса килчӗ.

Чунҫӳрев утӑн 5-мӗшӗнче пуҫланчӗ. Чи малтан ҫула тухнӑскерсем Ҫеҫпӗл Мишшин ҫуралнӑ ялне кӗрсе тухрӗҫ — паллӑ сӑвӑҫ ҫуралнӑранпа кӑҫал 110 ҫул ҫитнӗ! Кайран Митта Ваҫлейӗн, Геннадий Айхи вилтӑприйӗсем ҫине ҫитсе вӗсене асӑнчӗҫ, Тикеш хулашпа паллашрӗҫ. Пӗрремӗш кун Кӑнна Кушкинче вӗҫленчӗ — Иван Яковлев ҫуралнӑ ялӗнче музейпе паллашрӗҫ, ҫула тухнӑ артистсем концерт кӑтартрӗҫ, Шупашкарти Ҫеҫпӗл Мишши музейӗн заведущийӗ Антонина Андреева кӑвар чӗреллӗ поэтӑн кун-ҫулӗпе, унӑн сӑввисемпе паллаштарчӗ.

Иккӗмӗш кунне чунҫӳревҫӗсем Чӗмпӗр урлӑ Самар облаҫӗнчи Ухинкел ялне кайрӗҫ. Шел те, ку кун Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнче музей ӗҫлеменнине пула Чӗмпӗрте чарӑнса тӑрасси пулмарӗ.

Малалла...

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере сирӗн писсемистла кӑмӑл. Халӗ таврари ҫынсем сире хирӗҫ, ҫавӑнпа чӑкӑлтӑш ҫынсемпе хутшӑнма ан тӑрӑшӑр. Агрессирен пӑрӑнӑр, хальлӗхе телевизорпа хыпарсем ан пӑхӑр, интерантра ан вулӑр.

Ҫурла, 20

1888
138
Турхан Энтри, чӑваш вӗрентевҫи, историкӗ ҫуралнӑ.
1930
96
Пушкӑрт Республикинче Авӑркаспа Паймак районӗсене йӗркеленӗ.
1938
88
Эриванов Николай Лазаревич, чӑваш музыка фольклорне пухаканӗ ҫуралнӑ.
1957
69
Воронов Станислав Кириллович, генерал-лейтенант ҫуралнӑ.
1984
42
Малышев Юрий Александрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть